Швеци усламҫисем ҫитес вӑхӑтрах Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ, сыр туса илесшӗн тата хӑмла ӳстересшӗн, хӑма ҫуракан предприяти уҫасшӑн. Кун пирки вӗсем Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Ҫак пайтаҫӑсем Чӑваш Еншӗн ют ҫынсем мар, вӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ 1,5 пин гектар ҫӗр ҫинче техника культури (рапс), тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсем туса илеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫав лаптӑка та вӗсем самай пысӑклатасшӑн: 4,5 гектара ҫитересшӗн.
Палӑртса хӑварар: Швеци бизнесменӗсем Раҫҫей сӗт тата сӗт юр-варӗ сутассипе тӗнче шайӗнче лидер пулма пултарнине каланӑ, хӑйсем те ҫак тытӑма инвестици хывма хатӗррине асӑннӑ.
«Эпӗ Раҫҫее нумай шведа илсе килнӗ. Вӗсем кунта пулнӑ хыҫҫӑн пурте Раҫҫей пирки шухӑша тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Вӗсем кунти халӑха килӗштереҫҫӗ, ҫӗршывпа киленеҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Хульт Кеннет.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Швеци усламҫисемпе тӗл пулнӑ. Кеннет Хульт ертсе пыракан делегаци пирӗн республикӑна пӗрремӗш хут килмен. 2013 ҫулхи кӗркунне вӑл Ҫӗмӗрле районӗнче «Кеннет» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Халӗ унти 475 гектар лаптӑк ҫинче тыр-пул, рапс ҫитӗнтереҫҫӗ.
Шведсем акмалли лаптӑка 4,5 пин гектара ҫитересшӗн. Вӗсем тӗрлӗ енпе аталанасшӑн. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Магнус Карлссон, Борли Андерссон тата Пьер Свенсон Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ тата сыр туса илесси, хӑмла ҫитӗнтересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем йывӑҫпа ӗҫлесшӗн.
Шведсем министрпа пӗрле уйсене ҫитсе курнӑ, вырма мӗнле пынипе паллашнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче хӑмла туса илнипе кӑсӑкланнӑ.
Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене ялти пӗр ҫын килте кашкӑр тытни канӑҫ паман. Лешсем ӳлени таҫта ҫитиех илтӗннӗ.
58 ҫулти арҫын чӑнах та виҫӗ кашкӑр усранӑ-мӗн. Ҫакна полицейски тӗрӗслев ирттерсен те ҫирӗплетнӗ. Кил хуҫин тискер чӗрчунсене тытмашкӑн ирӗк пулман.
Кашкӑрсем арҫын патне мӗнле лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл вӑрманта виҫӗ кашкӑр ҫурине асӑрханӑ. Хайхискер вӗсене киле илсе килнӗ, кайран сутма ӗмӗтленнӗ.
Ҫапла майпа арҫын саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, куншӑн 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Кашкӑрсен шӑпине хальлӗхе татса паман-ха. Вӗсене е вӑрмана ярӗҫ, е питомнике вырнаҫтарӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнче полицейскисене тата вӗсен машинина ҫӑмӑртапа пенӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.
Арҫын кил картишӗнчен полици машинине ҫӑмартапа пӗнӗ. Вӑл полицейскисене тӗллесе ывӑтнӑ. Ҫӑмартасем иртен-ҫӳрене, ытти автомобиле те лекнӗ.
Полици ӗҫченӗсем ӑна лӑплантарасшан пулнӑ, анчах лешӗ хӑлхана та чикмен, тарӑха-тарӑха пенӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Киревсӗр хӑтланнӑшӑн арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Суд вӑл ниҫта та ӗҫлеменнине, унччен явап тытманнине шута илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫавна май ӑна 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче ӗнер хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем сити-менеджерпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев вырӑнне унӑн тивӗҫне пурнӑҫлакана палӑртасси тата сити-менеджера суйламалли комиссие палӑртасси пулнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Зиновьевӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ. Ку пукана вӑл икӗ ҫул йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен тилхепене сити-менеджерӑн ҫумӗ Алексей Григорьев тытса пырӗ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртмелле. Комиссие районта ҫеҫ мар, республикӑра та йӗркелӗҫ. Кайран кандидатурӑна вырӑнти депутатсем пӑхса тухса ҫирӗплетмелле.
Чӑваш Енри орнитолог кӑҫалхи ҫулла та хӑйӗн юратнӑ ӗҫне халалланӑ. Александр Яковлев орнитолог ҫак кунсенче Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти ҫурутрав ҫинче ӗҫлет. Тундрӑра ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксене вӑл халӑх сечӗсенчен пӗринче паян вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр те вӑл Ямал ҫурутравӗ тата Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗрринче кайӑксене тӗпченӗччӗ. Темиҫе ҫул каялла Александр Яковлев орнитолог Сахалинта ӗҫленӗччӗ.
Кайӑксене тӗпчессине ӗҫе тата чун киленӗҫне ҫавӑрнӑ Александр Яковлев Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те.
Чӑваш Енре 57 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ кӗҫнерникун ҫухалнӑ.
Арҫын хӗрлӗ тӗслӗ «Фольксваген» микроавтобус рулӗ умӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ Виталий Сергеевич Барсуков, 1960 ҫулта ҫуралнӑскер, ӑҫта ҫухалнине тӗпчет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн машинине ларнӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялтан тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла ҫул тытни паллӑ мар. Машинӑн патшалӑх номерӗ - Е248КО 21rus.
Хӑй 55 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ. Барсуков тӗттӗм кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Чи пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. Нумаях пулмасть СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ.
Пӗрремӗш тапхӑр вырӑнти шкулсенче, культура учрежденийӗсенче иртнӗ. Унтан ачасем районпа хула шайӗнче тупӑшнӑ. Кӑҫал пӗрремӗш тапхӑра 1 пин ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкара финала вара 168 шӑпӑрлана чӗннӗ.
Чи малтан чи пӗчӗккисем сцена ҫине тухнӑ. Хӑшӗ-пӗри тин кӑна калаҫма вӗреннӗ. Ачасем сӑвӑ е калав сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Конкурсра вырӑсла хайлавсене те вулама юрать, анчах чылайӑшӗ чӑвашла сӑвӑ каланӑ.
Чи аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ — Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи Ольга Архипова. Палӑрмалла: ҫак конкурса Владимир Григорьев пуҫарса янӑ. Ӑмӑртӑва килнӗ кашни ача, ҫамрӑк Вера Кузьминапа сӑн ӳкерӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |